

Раҫҫей МВД Буздяк районӗнчи пайӗн дежурнӑй чаҫне вырӑнти 43 ҫулти хӗрарӑм заявлени ҫырнӑ. Хӗрарӑм хӑйне «ултавлӑ ӗҫсене сирме» шантарнӑ ултавҫӑсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн мӗнпур укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Ултавҫӑсен цинизмӗ чикӗсĕр. Пушкӑртстанра вилнӗ СВО боецĕн амӑшӗ 13 миллион тенксӗр тӑрса юлнӑ. Ултавҫӑсем хӑйсене ҫар чаҫӗн, «Госуслуги» тата ФСБ ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Малтан вӗсем хӗрарӑма ывӑлӗшӗн наградӑсем пама шантарнӑ, унтан «счет ҫӗмӗрнипе» тата «террорла хӑрушлӑхпа» хӑратнӑ. Ҫак сӑлтавпа вӑл пӗтӗм укҫана хывса курьера панӑ. Банк ӑна ӳкӗте кӗртме хӑтланнӑ, анчах хӗрарӑм хирӗҫленӗ.
Уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.