

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ӑна уйрӑм ҫын пурнӑҫне пӑсни ҫинчен калакан статьяпа шар курнӑ тесе йышӑнма ыйтать.
ПР ЦУРта иртнӗ оперативлӑ канашлура Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Следстви комитетне унӑн уйрӑм пурнӑҫне тӗкӗнменни пирки заявлени ҫырнине пӗлтернӗ. Сӑлтавӗ Уфа мэрӗ пулнин адвокачĕн Марат Самойловăн телефонӗнче тупнӑ ҫырусем.
«Республика Пуҫлӑхӗн должноҫӗ — вӑл халӑх умӗнче, — ӑнлантарнă Хабиров. — Паллах ӗнтӗ, халӑх умӗнче пулни манӑн персонӑпа, манӑн уйрӑм пурнӑҫпа ҫав тери интересленессине пӗлтерет. Республикӑра эпӗ сакӑр ҫула яхӑн пуҫлӑх пулса пурӑнатӑп, ӗҫлетӗп, тӗпрен илсен — аквариумри пек. Ман ҫинчен пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ, ун ҫине эпӗ пӗр тикӗс те лӑпкӑ пӑхатӑп. Ӗненӗр, вараланчӑк, мӑшлатакан сӑмсаллӑ ман харпӑр ӗҫе кӗрес текенсем чылай. Эпӗ ӑна ним вырӑнне те хумарӑм. Анчах хама паллӑ пулнӑ лару-тӑрура эпӗ ҫапах та урӑх йышӑну тӑватӑп».
Малалла регион ертӳҫи Самойлова допрос тунин протоколӗнчи сыпӑксене вуласа панă.
«Ку материалсем мана такам, палӑртса калатӑп, таса мар, мӑшлатакан сӑмса ман тӗлӗшпе информаци пухма хушу панӑ тесе шутлама сӑлтав параҫҫӗ», — тенӗ регион ертӳҫи.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР ЦУР трансляцийӗн стоп-кадрӗ.
https://resbash.ru/news/obshchestvo/2026-09-21/radiy-habirov-podal-zayavlenie-v-sledstvennyy-komitet-4822194