+2 °С
Уҫҫӑнах
Хӑрушӑ авари республикӑн Уфа районӗнче пулса иртнӗ.
М-5 «Урал» трасса ҫинче «Fiat» автомобиль васкавлӑ пулӑшу машини ваннине пула çул хӗрринче ларакан КАМАЗа пырса çапăнни паллӑ. Аварие пула 55 ҫулхи водительпе унӑн 26 ҫулхи пассажирӗ, фельдшер, ӗҫ пулса иртнӗ вырӑнта вилнӗ. Чирлӗ ҫынна Зубово центрне транспортланӑ хыҫҫӑн васкавлă пулăшу машини Иглин районне таврăнни паллӑ.
«МГ» информацийĕпе.