+2 °С
Уҫҫӑнах
Августӑн 19-мӗшӗнче ҫынсем Пушкӑртстанри Хайбулла районӗнчи хăрушă вутлӑ ҫавраҫиле ÿкерсе илнĕ. Кадр хыҫӗнче арҫын калаçать: «Хайбулла районӗнчи Бурибай поселокĕ патне пушар ҫывхарать. Ухмаха ермелле, ун пеккине эпӗ нихăçан та курман. Смерч ҫаврӑнать, ҫунать».
Тӗтӗмлӗ ҫавраҫиллĕ пушара ÿкерни «Фобос. Катаклизмы и катастрофы природы» аккаунта та лекнӗ.
«12.09 сехетре Бурибай ял Советĕнчи Садовый тата Бурибай ялĕсем хушшинче 5 гектар çеçенхирте типĕ курăк çунма пуçланă. Уçă çулăма 17.56 сехетре сÿнтернĕ», — республикăри МЧС пресс-службинче комментари панă.
«Башинформ» информацийĕпе.