Бахтигареево ялӗнче вутпа кӗрешеҫҫӗ. Ирхине шӑрӑхпа типӗ ҫанталӑка пула кунта типӗ курӑк, тӗмсем çуна пуҫланă.
Пушара хӑвӑрт сӳнтереймен – вӑйлӑ ҫил те, хӗрсе кайнӑ торфяниксем те кансӗрленĕ.
Регионти МЧСра палӑртнӑ тӑрӑх, çутçанталăк инкекĕ халӑх пурӑнакан вырӑна çитмен, вилнисем тата инкек курнисем çук.
Вырӑнта пушар бригадисем, ҫавӑн пекех волонтерсем тата вырӑнти ҫынсем хӑйсен тракторӗсемпе спецтехникисемпе пушар сӳнтерме килнĕ.
Вут-ҫулӑм ҫӗнӗ территорисене ҫӗнсе ан илтӗр тесе ял тавра минерализациленӗ темиҫе йăрăм хунӑ. Вут ҫулӑмне сӳнтерекенсен каҫхи 18 сехете яхӑн ҫулӑма пĕр вырăнта чарма, унăн çулне пÿлме май килнӗ. Хальхи вӑхӑтра торфяниксенчен тӗтӗм тухать. Юлашки хыпарсем тӑрӑх, ял пушарӗн сӑлтавӗ кӗленче витӗр хӗвел пайӑркисем фокусировка пулса тӑнӑ. Вут 50 гектара яхӑн территорипе иртнӗ.
Çăлкуçĕ: «Баймакский вестник».