+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушар извещателӗ пулӑшнипе ашшӗ-амӑшӗпе вӗсен ачисем тӗрӗс-тӗкелех юлнă.
Пушкăрт ҫӑлав службинче Пишпӳлек районӗнчи Пăслăк ялӗнче пушар пулса иртни ҫинчен хыпар килнӗ. Пушарнăйсем килсе çитсен пӗр хутлă çурт ҫуннине палӑртнӑ (50 тӑваткал метр лаптӑклӑ ҫурт). Пушара оперативлӑ сÿнтернĕ.
Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ҫунма пуçланă чухне килте пилӗк ҫынран тӑракан ҫемье пулнӑ – ашшӗ-амӑшӗпе вӗсен ачисем. Килйыш хуçи извещатель хӑлхана ҫурас пек кӗрлесе кайнине илтнĕ те верандӑра çулăм пуррине асӑрханă. Шутлă çекунт хушшинче ҫемье килтен тухса кайнă. Ҫавна пула никам та шар курман.
МИХ информацийĕпе.