Раççей Президенчĕ Владимир Путин МЧС пуҫлӑхӗ Евгений Зиничев трагедиллӗ вилнине хӑйӗн çывăх çыннине ҫухатни тесе каланă. Кун ҫинчен сентябрӗн 8-мӗшӗнче патшалӑх пуҫлӑхӗн телеграмминчен пӗлнӗ.
Путин Зиничевӑн тӑванӗсене хӗрхеннине пӗлтернӗ, пулса иртни ăна шалтах тӗлӗнтернине палӑртнă. "Эпир чӑн-чӑн çар офицерне, юлташа, хамӑр ҫывӑх ҫынна, шалти пысӑк вӑй-халлă, хӑюллă çынна ҫухатрӑмӑр. Ку маншӑн пурнӑҫри пысăк ҫухату. Нумай ҫул пӗрле ӗҫлени пире ҫыхӑнтарчӗ. Евгений Николаевича кирек мӗнле йывӑр лару-тӑрура та шанма юранине эпĕ яланах пӗлнӗ — шанчӑклӑ тус тата чи ҫӳллӗ шайри профессионал тесе шутланӑ", - тенӗ Путин телеграмминче.
Путин Зиничев хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗпе ҫынсене халалласа вилнӗ, хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫласа ҫынна ҫӑлас тесе вилнӗ тесе палӑртнӑ.
Юнкун маларах Зиничев вилни ҫинчен пӗлтернӗ. Паллӑ кинорежиссера Александр Мельника ҫӑлма хӑтланнӑ чухне министр вилнӗ. Режиссер та инкеке пула вилнӗ.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раççей Президенчĕн пресс-служби/kremlin.ru