Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
29 Сентябрӗн 2021, 21:28

Пушкӑртстанри халӑх ҫыхӑну вышкине тракторпа персе антарнӑ

Пушкӑртстанӑн Абзелил районӗнчи Ташпулат ялӗнче пурӑнакансем карас ҫыхӑнӑвӗн вышкине йӑтӑнтарса антарнӑ. «Башинформ» ИА ҫырнӑ тӑрӑх, унта пурӑнакансен пӗр пайӗ ҫак сооруженине килӗшӳ тумасӑр вырнаҫтарнӑшӑн ӳпкелешнӗ, теприсем хӑйсен сывлӑхӗшӗн шикленнӗ.  

Унччен маларах халӑх тетелӗсенче «чарусӑрлӑх» тата «ку мӗн япали икенне кам калама пултарӗ?» тесе ҫырнисем тухкаланӑ. Вышкӑсене «мӗн тума кашни ҫухрӑмран» вырнаҫтарма кирлине вырӑнти халӑх ӑнланса ҫитеймен.

«Ҫил вӗрнӗ чухне шӑхӑрса та кӗрлесе, чӗтренсе тӑрӗ. Пайӑрка кӑларассине те никам пӑрахӑҫламан. Ташпулатра иккӗ, Юбилейнӑйӗнче иккӗ, Яктыкӳлте те иккӗ. Виҫҫӗмӗшӗ мӗн тума кирлӗ?» — тесе ҫырнӑ сайтҫӑсем комментарисенче.

«Кракена ирӗке ярӑр!» телеграм-канал информацийӗ тӑрӑх тимӗр конструкцине йӑтӑнтарса антармашкӑн вырӑнти халӑх трактора тара илнӗ те ӑна ҫӗре персе антарнӑ.

Тара илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине вышкӑна Tele2 вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Операторӑн пресс-служби РБК-на хыпарланӑ тӑрӑх ку вышка 2G тата 4G ҫыхӑну стандарчӗпе 1500 ҫынна тивӗҫтернӗ. Ҫавӑн пекех компанире мӗнпур кирлӗ документсем пурри пирки пӗлтернӗ.

Пушкӑртстанри ШӖМ тӗрӗслев пуҫланӑ. Полици малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫыхӑну вышки техника сӑлтавӗсене пула хӑех ӳкнӗ.

Пушкӑртстанри халӑх ҫыхӑну вышкине тракторпа персе антарнӑ
Пушкӑртстанри халӑх ҫыхӑну вышкине тракторпа персе антарнӑ
Автор:
Читайте нас: