Çутă çул
+11 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Пулса иртни
5 Октябрӗн 2021, 14:51

Пушкăртстанра Гай хулинче вĕлернĕ медколледж студенчĕсемпе сывпуллашнă

Пушкӑртстанӑн икӗ районӗнче вӗлернӗ Гай медицина колледжӗн студенчӗсене юлашки ҫула ӑсатнӑ.  

18 ҫулхи Адиля К. ӳтне Кугарчă районӗнчи Туембетово ялӗнче, 17 ҫулхи Айгиза тата 19 ҫулхи Зульфияна республикӑри Баймак районӗнче пытарнă. Виле пытарассине вырӑнти администрацисем пулӑшнипе хӗрсен тӑванӗсемпе ҫывӑх çыннисем йӗркеленӗ.

Маларах муниципалитетсен влаҫӗсене регион Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пулăшма хушнӑ.

Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстанри виҫӗ хӗре сентябрӗн 30-мӗшӗнче ҫӗр варринче тискеррӗн вӗлернӗ. Икӗ студент виллисене тара тытнă хваттерӗнче тупнӑ, вӗсене ҫунтарса яма хӑтланнӑ. Виҫҫӗмӗш кӗлеткине нумай хваттерлӗ ҫуртӑн картишӗнче тупнӑ.

30 ҫулти Александр Лазарева тӑватӑ кунтан тытса чарнă. Арҫын преступлени туни çинчен кӑтартусем парать.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Пушкăртстанра Гай хулинче вĕлернĕ медколледж студенчĕсемпе сывпуллашнă
Пушкăртстанра Гай хулинче вĕлернĕ медколледж студенчĕсемпе сывпуллашнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: