+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Паян, ӗҫ кунӗнче, тăр-кăнтăрла, район администрацийӗн ҫурчӗ хыҫӗнче вырнаҫнӑ Çамрăксен скверĕнче вӑрманти илемлӗ тискер чĕрчун — тилӗ уҫӑлса ҫӳренине асăрхарăмăр. Вӑл хӑйне хӑй асӑрханса тыткалать, анчах унталла-кунталла хӗвӗшекен ҫӑмӑл автомобильсемпе иртен-ҫӳренсенчен ытлашши хӑрамасть. Апат-ҫимӗҫ шыраса, ҫынсем патне хӑнана килнĕ пулас.
Капла пăхсан, ҫитӗннӗ те сывлӑхлӑ чĕрчун пек туйăнчĕ вӑл.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.