Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
6 Октябрӗн 2021, 13:26

Туймазă районĕнче — кайăк-кĕшĕк грипĕ

Ветеринарсем чӑх-чӗпсене хупма сӗнеҫҫӗ.  

Туймазă районĕнче — кайăк-кĕшĕк грипĕ
Туймазă районĕнче — кайăк-кĕшĕк грипĕ

Ветеринарсем чӑх-чӗпсене хупма сӗнеҫҫӗ.

Пушкӑртстанпа кÿршĕлле регионсенче кайӑк-кӗшӗк грипӗн вучахӗсем ҫинчен темиçе эрне каялла пӗлтернӗчĕ. Халӗ Пушкӑртра та чир-чӗр ерме пуҫланӑ. Туймазă районӗнчи Бишкураево ялӗнче хурсем чирлерӗҫ.

Кайăк-кĕшĕк грипне "Алтын-каз" хресчен фермер хуҫалӑхӗнче тупса палӑртнӑ, унта пилӗк пин ытла хур усраççĕ. Чире республика ветеринари Управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палăртнă. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, хурсем вӗҫен кайӑксенчен чир ертме пултарнӑ.

Килти кайӑк хуҫисене чир ересрен пурне те кайăк-кĕшĕке хупса усрама сӗнеҫҫӗ. Вилме пуçласан е чир паллисем палӑрсан – аппетит ҫукки, тĕкĕсем тӑрмаланни, чĕкĕрни, ҫунатсен хӑнӑхман вырăнĕ палӑрсан —тӳрех ветеринари службине чӗнмелле.

МИХ информацийĕпе.

Туймазă районĕнче — кайăк-кĕшĕк грипĕ
Туймазă районĕнче — кайăк-кĕшĕк грипĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: