Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
26 Октябрӗн 2021, 08:30

Набережные Челны хулинчи хваттерте газ сирпĕннĕ

Малтанласа пухнӑ катартусем тӑрӑх, газ оборудованийӗпе усӑ курас йӗркесене пӑснине пула  пурнан ҫуртри тваттӑмӗш хутра газ сирпӗннӗ.  

Набережные Челны хулинчи хваттерте газ сирпĕннĕ
Набережные Челны хулинчи хваттерте газ сирпĕннĕ

Ҫак сирпӗнӗве пула 4-мӗшпе 5-мӗш хутсенчи 6 хваттер юрӑхсӑра тухнӑ. Сирпӗнӳ хумӗн хӑвачӗ хирӗҫ урамри ҫуртӑн кантӑкӗсене те ҫӗмӗрме ҫитнӗ.   

Вырӑна тӳрех хӑтаруҫӑсем,  яваплӑ службӑсен представителӗсем килсе ҫитнӗ.

Автохулана Тутарстан Премьер-министрӗ Алексей Песошин вӗҫсе ҫитнӗ, вӗсем аманнӑ ҫынсене ҫурт ванчӑкӗсем айӗнчен тухма пулӑшнӑ.

Ҫак ҫурта 1979 ҫулта тунӑ пулнӑ. Пĕр уйӑх каялла пилӗк хутлӑ ҫуртра газ оборудованине тӗрӗслесе тухнӑ пулнӑ. Ҫак инкеке пула хур курнисен шучӗ шав улшӑнса пырать. Телее – вилнисем ҫук. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, сирпӗнӳ 1951 ҫулта çуралнă арҫыннӑн хваттерӗнче пулса иртме пултарнӑ. Ӑна, йывӑр аманнӑскере, хӑтаруҫӑсем ҫурт ишӗлчӗкӗсем айӗнчен кӑларса васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницине ӑсатнӑ.  

Хула администрацийӗ пӗр самантра килсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсене хӑна ҫуртне вырнаҫтарса вӗри апатпа тивӗҫтерет.

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/yrchallinchi-purnan-urtra-gaz-sirpnn

Набережные Челны хулинчи хваттерте газ сирпĕннĕ
Набережные Челны хулинчи хваттерте газ сирпĕннĕ
Автор:
Читайте нас: