Çутă çул
+28 °С
Облачно
Пулса иртни
18 Ноября 2021, 14:36

Пĕр çын вилнӗ тата тӑватӑ çын суранланнă авари мĕншĕн пулнин малтанхи сӑлтавӗсем паллă

ГИБДД сотрудникӗсем ҫак ӗҫ мӗнле сӑлтавпа пулса иртнине тӗпчеме пуҫланӑ.

Пĕр çын вилнӗ тата тӑватӑ çын суранланнă авари мĕншĕн пулнин малтанхи сӑлтавӗсем паллăПĕр çын вилнӗ тата тӑватӑ çын суранланнă авари мĕншĕн пулнин малтанхи сӑлтавӗсем паллă
Пĕр çын вилнӗ тата тӑватӑ çын суранланнă авари мĕншĕн пулнин малтанхи сӑлтавӗсем паллă

Архангельск районӗнче Уфа - Инзер - Белорецк автоҫулӗн 76-мĕш ҫухрӑмĕнче Тереклы ялӗ çывăхĕнче пулнă аваринче пӗр ҫын вилнӗ.
ПР ГИБДД пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Сибайра пурӑнакан 44 ҫулхи хӗрарӑм пынă Kia Rio хирӗҫ пыракан Челябинск облаҫӗнче пурăнакан 54 ҫулхи ҫыннăн "Лада Веста" автомобилĕпе çапăннă .
Автоаварире Kia Rio автомобильти 52 ҫулхи пассажирка пулса иртнӗ ӗҫ вырӑнӗнчех вилнӗ. Медицина пулӑшӑвӗ икӗ водителе те, ҫавӑн пекех пассажирсене те, Kia Rio пулнă 47 çулхи арҫынна тата "Ладăри" 56 ҫулхи хӗрарӑма кирлĕ пулнă.
Малтанлӑха пĕлтернĕ тăрăх, çапăннин сăлтавĕ начар ҫанталӑк лару-тӑрӑвĕ пулма пултарнӑ.
ГИБДД сотрудникӗсем ҫак ӗҫ мӗнле сӑлтавпа пулса иртнине тӗпчеме пуҫланӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ:ГИБДД ПР пресс-служби.

Пĕр çын вилнӗ тата тӑватӑ çын суранланнă авари мĕншĕн пулнин малтанхи сӑлтавӗсем паллă
Пĕр çын вилнӗ тата тӑватӑ çын суранланнă авари мĕншĕн пулнин малтанхи сӑлтавӗсем паллă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас