

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Кузбассри «Листвяжная» шахтӑра асап тӳсекенсене пулӑшӑва йӗркелеме хушнă, унта пушар тухнӑ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ лару-тӑрӑва кун тăршшĕпе тӗрӗслесе тӑма пӑрахман. Кун ҫинчен кӗҫнерникун, ноябрӗн 25-мӗшӗнче, Кремль представителӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.
Ҫавӑн пекех вӑл Кемерово облаҫӗн губернаторӗнчен — Сергей Цивилевран тата РФ МЧС пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Чуприянран докладсем илни ҫинчен те каласа панă.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 08:35 (04:35 мск) кӗҫнерникун "Листвяжная "Шахта" ООО ту ăшĕнче тӗтӗм тухнӑ. Тĕтĕм сӑлтавӗ вентиляци штрекӗнче взрыв пулни пулма пултарать.
«Известия» информацийĕпе.