ПР Сывлӑх сыхлав Министерствин пресс-службинче "Башинформ" агентствӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ çын халĕ пиçнĕ сурансен центрӗнче.
"Пациенткӑн сывлăх шайĕ йывӑр та ҫирӗп мар тесе хаклаҫҫӗ. Вӑл реанимацире", — тенӗ ведомствӑра.
Аса илтеретпӗр, декабрӗн 9-мӗшӗнче ирхине чугун ҫул больници ҫумӗнчи Октябрӗн проспектӗнче 64 ҫулхи хӗрарӑм пурӑнас килменни ҫинчен кӑшкӑрса хăй çине алă хума хӑтланнă. Чи малтан ӑна больницӑра ӗҫлекенсем, ҫунакан тумтирне сӳнтерсе, пулӑшнă. Шар курнӑ çынна пиҫнĕ сурансене сиплекен центра ÿт-пĕвĕ 90 процент пиçсе пĕтнĕ сурансемпе илсе кайнă.
Пушкӑртстан Следстви комитечĕ çак факт тӑрӑх тӗрӗслев ирттерет. Агентствӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ ҫын сумккинче юлашки ҫыру хӑварнӑ, ҫав çыру тăрăх вара психика тӗлӗшӗнчен йĕркеллĕ мар пулнине калама пулать. Малтанхи кӑтартусем тӑрӑх, хӗрарӑм ытти еткерҫӗсемпе çуртшăн суд тунӑ.
Тен, следовательсем унӑн психика сывлăхне тӗрӗслӗҫ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР тăрăх ĕçлекен РФ МЧС.