Пушар шӑматкун каҫа юлса пуҫланнă. Пушар ҫинчен пӗлтерни Пушкӑртстан Республикипе Раҫҫей МЧСĕн Тӗп управленине 23.08 сехетре ҫитнӗ.
Туймазăри Горький урамӗнчи "Пилот" ООО территорийӗнче ҫӗр айӗнчи резервуарти мазут ҫуннӑ.
Ӗҫ пулса иртнӗ вырӑна РСС территори системин 38 ҫын тата 12 единица техники чухлӗ кайнă.
Килсе çитсен 30 кубла метр чухлĕ калăпăшпа çĕр айĕнчи резервуарти мазут çунни тата 3×4 метр виçеллĕ çурт ишĕлни паллă пулнă.
Пушар подразделенийӗсем оперативлӑ ӗҫленине пула вут-ҫулӑма малалла анлӑланма паман. Сывлӑшпа кӑпӑк минтерĕ туса хунӑ. 23.43 сехетре пушара локализациленĕ.
Ирхи 4 .42 сехетре уçă çулăма чарнă.Малалла сÿнтереççĕ.
Малтанхи информаципе вилнисем тата инкек курнисем ҫук, пӗлтерет Пушкӑртстанри МЧС Тӗп управленийӗн пресс-служби .
Пулса иртнин сӑлтавӗ паллӑ пулнӑ: мазута цистернӑсенчен резервуара уçласа куçарнă чухне шӗвеке çулăм хыпса илнӗ. Вырӑнта Раҫҫей МЧСĕн дознавателӗ ӗҫлет.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт МЧС Тӗп управленийӗн пресс-служби.