Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Пулса иртни
23 Нарӑсӑн 2022, 20:38

Пишпÿлекри нумай хваттерлӗ ҫурт тӑрри ишӗлсе аннӑ

Кун пирки Раççей ПР МЧСĕн пресс-службинче пӗлтернӗ.

Пишпÿлекри нумай хваттерлӗ ҫурт тӑрри ишӗлсе аннӑ
Пишпÿлекри нумай хваттерлӗ ҫурт тӑрри ишӗлсе аннӑ

Кун пирки Раççей ПР МЧСĕн пресс-службинче пӗлтернӗ.
Пишпӳлек ялӗнчи Центральная урамри ҫурт тӑррин пĕр пайĕ ишӗлсе анни ҫинчен пӗлтерни паян кӑнтӑрла ҫӑлав службине çитнӗ. Экстренлă служба нумай хваттерлӗ икӗ хутлӑ ҫурт тӑррин пӗр пайӗ ишӗлсе аннине, сиенленнӗ ҫурт лаптӑкӗ 300 тӑваткал метр пулнине палӑртнӑ.
- Мачча сиенленмен, - палӑртнă ведомство пресс-службинче. - Вилнисем тата суранланнисем ҫук.
Лару-тӑрăва ПР Раҫҫей МЧСĕн тӗрӗслевӗнче тӑрать.
Район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов çапла комментари панă:
- Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене юртан тасатма тепӗр хут чӗнсе илес тетӗп. Пӗлетӗп, халӗ ман адреспа негатив илетӗп. Кам та пулин (ял совечĕ, администраци, комхоз тата т.ыт. те) килмелле, сирӗн пӳрт тӑррине тасатмалла, тесе каланине пӗрре анчах мар тӗл пулнӑ. Анчах та айтӑр пӑхса тухар. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем хваттер хуҫисем шутланаҫҫӗ. Ку район яваплӑ тата тӳлекен муниципалитет хваттерӗсем мар. Подъездсем, çурт тăрри, мачча - пурте пӗрле усă куракан пурлӑх. Ҫак ҫуртра пурӑнакансем пурте уншӑн ответ тытаҫҫӗ. Шел пулин те, Пишпÿлекре управляющи компанийӗ ҫук, мӗншӗн тесен пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗпе никам та ҫыхланасшӑн мар. Управляющи компани пулнӑ пулсан, çынсем палăртнă сумма парса тӑнӑ пулӗччӗҫ тата вӗсем хӑйсен ҫуртне тытса тӑнӑ пулӗччӗҫ. Тепӗр вариант - тӳрремӗнех тытса тӑракан управлени. Хӑвӑр укҫа пуҫтаратӑр тата вӗсене мӗн тумаллине хӑвӑр палӑртса хуратӑр. Нумай хваттерлĕ çуртра пурӑнакансем Ҫӗнӗ урамра шӑп ҫапла тӑваҫҫӗ те. Ку та питӗ лайӑх. Паян вара МКД-ра пурӑнакан ҫынсем нумайӑшӗ нимшӗн те тӳлесшӗн мар, хӑйсем те нимӗн те тӑвасшӑн мар пек лару-тӑру йӗркеленет. Анчах та кам та пулин килмелле те сирӗн хыҫҫӑн ҫӳп-ҫапа тасатмалла е сирӗн пӳрт тӑррине тасатмалла мар. Ҫакна эсир пӗлетӗр. Эпӗ уйрӑм ҫуртра пурӑнатăп тата хам хуҫа пулса тăратăп пулсан, ял советне ман пата пырса хамӑн ҫурт тӑррине тасатма ыйтнă пек пулса тухать. Ак ҫапла.
Мӗншӗн ҫыратӑп-ха эпӗ ҫакна. Паян Пишпÿлекри Центральная урамӗнче пӳрт тӑрри ишӗлсе аннă. Ҫанталӑк ӑшӑтнипе, юрпа тулӑх пулнӑран ишӗлсе аннӑ. Мухтав турра, никам та хӗн курман. Ҫак кунсенче тенĕ пек ял совечӗ çурт тăррине тасатас тӗлӗшпе пуху ирттернӗ. Анчах та хваттерте пурӑнакансенчен нихӑшӗ те тасатма тухман тата ҫак йывӑрлӑх пирки шухӑшламан. Пирӗн халӗ мӗн пур? Пуриншӗн те пысӑк йывӑрлӑх. Хваттерте пурӑнакансемшӗн те, администрацишӗн те. Чи малтанах маншӑн. Юсама укҫа ҫук, вӑхӑтлӑх пурӑнма кĕртмелли ҫурт-йӗр ҫук, ҫынсене пулӑшас пулать. Паллах ӗнтӗ, эпир ӑна ҫӗнӗрен туса лартӑпӑр, анчах та чи малтанах, вăхăт та, укҫа та кирлӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: социаллă сетьрен.

Пишпÿлекри нумай хваттерлӗ ҫурт тӑрри ишӗлсе аннӑ
Пишпÿлекри нумай хваттерлӗ ҫурт тӑрри ишӗлсе аннӑ
Пишпÿлекри нумай хваттерлӗ ҫурт тӑрри ишӗлсе аннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: