Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин майӑн 30-мӗшӗнче Бразилири ӗҫтешне Жаир Болсонару Бразилире ҫумӑр хыҫҫӑнхи инкеке пула пысӑк хуйха ӳкни ҫинчен пӗлтернӗ.
"Хисеплӗ господин президент, ҫӗршывӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ штачӗсенче ҫумӑр хыҫҫӑнхи тата шыв-шур пулса иртнипе чунтан хурланнине йышӑнӑр. Раҫҫейре стихия хӗрсе кайнипе тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене ҫухатнисен хуйхи-суйхи пайлать, инкеке лекнисем пурте хӑвӑртрах сываласса шанаҫҫӗ", — тенӗ Кремль сайтӗнче пичетленсе тухнӑ Путин Болсонару ҫырӑвӗнче.
Майӑн 29-мӗшӗнче Атлантика ҫыранӗнчи Бразилин икӗ пысӑк хулинче вӑйлӑ ҫумӑр ҫунипе тата хăйăр шуса аннине пула 35 ҫынтан кая мар вилни паллӑ пулчӗ. Вилнисемпе асап курнисенчен ытларахăшĕ Пернамбукӑпа Алагоас штачӗсем ҫине тивет.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: REUTERS/Diego Nigro