-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Шатунов вилни ҫинчен паян социаллӑ сетьсенче хыпар ҫитрӗ, Википедире те артист вилнин кунне палӑртнă. МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, артист чӗре чирне пула вилнӗ.
"Известия" пӗлтернӗ тӑрӑх, июнӗн 22-мӗшӗнче музыкант хӑйӗн менеджерӗпе Мускав çывӑхӗнче каннӑ. Унта ӑна кинет йывӑр пулса кайнă, васкавлӑ пулӑшу килнӗ, анчах юрӑҫа больницӑна илсе ҫитереймен — вӑл машинӑра вилнӗ.
Паллӑ артист Пушкӑртстанра, Кумертау хулинче ҫуралнӑ. Вӑл ача ҫуртӗнче ӳссе ҫитӗннӗ, артиста «Белые розы», «Седая ночь», «Розовый вечер», «Детство» чапа кăларнă.
МИХ информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: «Башинформ».