-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушар вӑхӑтӗнче ҫынсем вилнин хурлӑхлӑ статистикине Пушкăрт ЧС Госкомитечӗ илсе кăтартать.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 6 пин ытла пушар тухнӑ. Анчах чи хурлӑхли — ҫак пушарсем вӑхӑтӗнче 110 ҫын вилни, — тенӗ "чрезвычайщиксен" пӗлтерӗвӗнче.
Комитет Пресс-служби ҫавӑнтах ҫӗнӗ факт илсе кăтартнă: ӗнер, июлӗн 3-мӗшӗнче, Дюртюли хулинче Назар Наджми урамӗнчи нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫуртра пушар тухнӑ. Инкек курнисем пур — 1955 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тата 1986 ҫулхи хӗрарӑм.
Сăнÿкерчĕкĕ:Пушкăрт ЧС Госкомитечӗн пресс-служби.