+3 °С
Уҫҫӑнах
Тутарстанра 34 ҫынлӑ пассажир теплохочӗ путнӑ. Кун пирки Раççейри СК транспорчӗ ҫинчи центральнӑй МСУ телеграмм-канал пӗлтернӗ.
Атӑл тӑрӑх уҫӑлса ҫӳрекен карап ҫинче кӑнтӑрла, июлӗн 10-мӗшӗнче, Аракчино патӗнче катастрофа пулнӑ.
Телее, ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, пассажирсенчен нихӑшӗ те аманман — ҫынсене оперативлӑ ҫӑлнӑ та ҫыран хӗррине катерсемпе, кимӗсемпе илсе килнӗ.
Следовательсем пур лару - тӑрăва тĕпчеçĕ. Айӑплисем тӗлӗшĕпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Тĕп МСУТ СКР.