+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Июлӗн 12-мӗшӗнче Уфара 16.00 яхӑн хула дежурнӑй-диспетчер службине Уфа шывӗн сулахай ҫыранӗнче Сипайлово микрорайонне хирӗҫ хӗрарӑм ҫиҫӗм ҫапнипе асап курни ҫинчен информаци килнӗ.
Курса тӑракансем ӑна сылтӑм ҫырана каҫарнӑ та васкавлӑ пулӑшу бригадине панӑ. Медиксем хӗрарӑм вилнине çирĕплетнӗ, пĕлтернĕ хулари граждан хӳтӗлев управленийӗн пресс-службинче.
"Аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче шывпа юнашар пулма, уйрӑммӑнах унта шыва кӗме е пулӑ тытма хӑрушӑ. Ҫавӑн пекех тимӗр япаласене, гаджетсене алӑра тытма юрамасть — ҫанталӑк пӑсӑлсан вӗсене сумкӑна чикӗр", — тесе пӗлтернĕ ведомствӑра.
«Башинформ» информацийĕпе.