Бакалă районӗнчи прокуратура пур лару-тӑрӑва мӗнле йӗркеленине тата темиçе ҫын пурнӑҫне илсе кайнӑ ДТП факчӗ тӑрӑх процессуаллӑ йышӑнӑва тӗрӗслесе тӑрать.
ПР прокуратурин пресс-служби малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Бакалă ялӗнчи ҫул ҫинче Audi А5 маркăллă автомобилӗн водителӗ, эрех-сӑра ӗҫнипе ӳсӗрӗлсе кайнӑскер, ҫул хӗррипе пыракан граждансен ушкӑнĕ çине пырса кӗнӗ.
Машина кустӑрмисем айне тӑватӑ хӗр лекнĕ — вӗсем травмӑсем илнипе вырӑнтах вилсе кайнă. Вӗсенчен пӗри ҫул ҫитмен ача, виҫҫӗшӗ 18—19 ҫулта.
"Право сыхлавӗн органӗсемпе васкавлӑ службӑсен ӗҫ-хӗлне координацилеме район прокурорӗ Айрат Абсатаров вырăна кайнă. Прокуратура ҫул ҫитмен ачасем асӑрхавсӑр çÿрени, ҫавӑн пекех ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне асӑрхаттарасси ҫинчен калакан саккунсене пурнӑҫланине тӗрӗслет. Прокурор йышӑнӑвӗн мерисене йышӑнас ыйтӑва татса парӗҫ", — пĕлтернĕ надзор ведомствинче.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР прокуратури.