Июлӗн 19-мӗшӗнче Бакалă районӗнче тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем ДТП-ра вилнӗ виҫӗ хӗрпе сывпуллашнă. Тӑваттӑмӗшне илес пулсан – паян каҫхине унӑн амӑшӗ килессе кӗтеҫҫӗ, вӑл Новый Уренгойра ӗҫлет.
"Хӗрачасемпе сывпуллашма питӗ нумай ҫын килчӗ – тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем, тусӗсем, администраци, шкул представителӗсем, Уфари искусство училищин представителӗсем — вӗсем пулса иртнине пӗтӗмӗшле хуйхӑ вырӑнне йышӑнчӗҫ, — терӗ муниципалитет ертӳҫи Александр Андреев. – Икӗ ҫемьене эпир кирлӗ пулӑшу патӑмӑр, тата икӗ ҫемье пӗтӗм тӑкаксене хамӑр ҫине илетпӗр, терĕç".
Ҫамрӑк ҫыннӑн, ÿсĕр кĕвĕн руль умне ларса, Янăна, Аннӑна, Эльвинӑна, Ксение вӗлермеллех ҫапса хăварнăскерĕн, тӑванӗсем масар ҫинче пулнӑ-ши вӗсем, паллă мар. Ҫавӑн пекех вӗсем хӗрӗсене ҫухатнӑ ҫемьесемпе ҫыхӑну тытма, каҫару ыйтма хӑтланса пӑхни ҫинчен пӗлтерекен информаци те ҫук.
«Башинформ» информацийĕпе.