Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Пулса иртни
25 Июлӗн 2022, 13:52

Пушкӑртстанри улттӑн вилнĕ ДТП вырӑнне санавиаци вертолечӗсем килнĕ

Республика прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, авари 10.30 сехетре М-5 "Урал" автоҫулӑн 1413-мӗш ҫухрӑмĕнче Кашкалаши ялĕнчен инçех мар пулнӑ.  

Пушкӑртстанри улттӑн вилнĕ ДТП вырӑнне санавиаци вертолечӗсем килнĕ
Пушкӑртстанри улттӑн вилнĕ ДТП вырӑнне санавиаци вертолечӗсем килнĕ

Республикӑн Благовар районӗнчи хăрушă ДТП-ра инкеке лекнисене пулӑшу памашкӑн авари пулнӑ вырӑна санавиаципе Уфаран васкавлӑ пулӑшакан вунӑ бригада вӗҫсе тухнӑ.

Правительствӑри оперативлӑ канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, чӗрӗ юлнисенчен вунвиҫӗ ҫынна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. Вӗсене ҫывӑхри больницӑсене – Языковона тата Чишмана илсе ҫитереҫҫӗ.

Тӑватӑ ҫын питӗ йывӑр аманнă, тата тӑваттӑн, вӗсем хушшинче ача, — вӑтам йывӑрлӑха тӳсеҫҫӗ. Лару-тӑрӑва ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн ҫак пациентсене Уфа клиникине ӑсатаҫҫӗ.

Республика прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, авари 10.30 сехетре М-5 "Урал" автоҫулӑн 1413-мӗш ҫухрӑмĕнче Кашкалаши ялĕнчен инçех мар пулнӑ.

Автобусри ултӑ пассажир, ҫав шутра ҫула ҫитмен виҫӗ ҫын вилнĕ. Инкеке лекнисене Уфа, Благовар тата Чишма районӗсен медицина учрежденийӗсене леҫеҫҫӗ.

 

Благовар районне Пушкӑртстан сывлӑх сыхлав министрӗ, республикӑн васкавлӑ тата вăй службисен ертӳҫисем тухса кайнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çулкуçсенчен.

 

Пушкӑртстанри улттӑн вилнĕ ДТП вырӑнне санавиаци вертолечӗсем килнĕ
Пушкӑртстанри улттӑн вилнĕ ДТП вырӑнне санавиаци вертолечӗсем килнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: