0 °С
Пӗлӗтлӗ
Телее, ку хутӗнче ҫухатусем пулман.
Стерлитамак районӗнче пулса иртнӗ аварире пӗр харӑсах икӗ автомобиль тата пӗр автобус сиенленнĕ.
Июлӗн 29-мӗшӗнче ирхине Стерлитамак - Салават автоҫулӑн 24 ҫухрӑмне "Volkswagen Polo", Toyota Corolla " тата "Ford Transit" автобус çул уйăрайман. Медицина пулӑшӑвӗ панӑ хыҫҫӑн "Polo" водителĕпе автобусӑн виҫӗ пассажирне килне янă.
Пушкӑрт ГИБДД пуҫлӑхӗ Владимир Севастьянов пӗлтернӗ тӑрӑх, "Ford Transit" Стерлитамак - Ишимбай маршручӗпе пынӑ. Автобус пассажирӗсене вӗсене хӑрушсӑрлӑх чӗн пиҫиххийӗсемпе ҫыхни ҫӑлса хӑварнă.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкӗ: регионти ГИБДД управленийӗн пресс-служби.