0 °С
Пӗлӗтлӗ
Инцидент ӗнер Пушкӑртстанри Баймак районӗнчи ача-пăча лагерӗн территорийӗнче пулса иртнӗ. Виҫӗ ача спорт площадки ҫинчи тимӗр конструкцин каштисем ҫинче вылянă. Тахăш самантра конструкци ачасем ҫине ӳкнӗ, ҫавна пула 15 ҫулти ҫамрӑк шар курнӑ. Ӑна пуҫ шӑммине çĕмĕрнине пула госпитализациленӗ. Ку факт тӑрӑх уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ, тӗпчев ирттереҫҫӗ.
"МГ" информацийĕпе.