Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
3 Августӑн 2022, 09:19

Иглин районӗнче вилӗмлӗ авари пулса иртрӗ

Пушкӑртстанри тӗп патшалӑх инспекторӗ Владимир Севастьянов пӗлтернӗ тӑрӑх, ДТП-ра пӗр ҫын вилнӗ, тӑваттӑшӗ, ҫав шутра ҫул ҫитмен икӗ пассажир та, шар курнӑ.  

Пур даннӑйсем тӑрӑх, 17:00 сехете яхӑн Самара—Уфа—Челябинск автоҫулӗн 1546 ҫухрӑмĕнче Lifan Solano тата хирӗҫ пулакан Renault Карtur тӗл пулнӑ. Аварие пула хӗрарӑм, Lifan водителӗ, травмӑсем илнипе вырантах вилсе кайнă, тӑваттӑшне медицина пулӑшӑвӗ, ҫав шутра ҫула ҫитмен икӗ çынна, кирлӗ пулнă.

— Инкек пулнӑ вырӑнта ГИБДД сотрудникӗсем тата ытти службӑсем ӗҫлеҫҫӗ.  Тӗпӗ-йӗрӗпе тӗрӗслеҫҫӗ, — пӗлтерчӗ Владимир Севастьянов.

 «МГ» информацийĕпе.

Иглин районӗнче вилӗмлӗ авари пулса иртрӗ
Иглин районӗнче вилӗмлӗ авари пулса иртрӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: