31 ҫулхи Дина Махиянова унӑн упӑшки пулнă çын ҫурт умӗнче сыхласа тӑнӑ.
Тискер çын хĕрарăма 14 хут ҫӗҫӗпе чикнĕ. Ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйӗн тантӑшӗсем умӗнчех вилсе кайнă. Усал шухӑшлӑ ҫынна тытса чарнӑ.
Право хуралӗн сотрудникӗсене тусӗсем каласа панӑ тӑрӑх, арҫын ӑна яланах хӗненӗ, вӗлерессипе хӑратнӑ, кун пирки вӑл час-часах полицие заявлени çырнă.
Дина Махиянова упăшкипе уйрӑлнӑ хыҫҫӑн ывӑлӗсемпе ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ.
Вӑл ялхуҫалӑх пайĕн начальникӗнче ӗҫленӗ Белорецк хула мэрин сотрудникӗсем Дина Махиянова ҫинчен лайӑххине ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Вӗсем Динӑна хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисемпе тата тӑванӗсемпе пӗрле юлашки ҫула ӑсатнă.
Амӑшӗсӗр икӗ ывӑл юлнӑ: 6 тата 13 ҫулхисем. Хӑй 32 ҫул тултариччен Дина темиҫе кун ҫеҫ пурӑнайман.
«МГ» информацийĕпе.