-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Раҫҫей МЧС тӗп управленине августӑн 25-мӗшӗнче ҫӗрле Туймазăри Горький урамӗнчи нефтепродуктсем тӑвас енӗпе ӗҫлекен предприятире пушар тухни ҫинчен пӗлтернĕ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чугун ҫул вагонӗнчен ҫӗр ҫинчи резервуара янӑ чухне мазута вут тивертнӗ. Вунă пӗр-пӗринпе юнашар вырнаҫнӑ (резервуарсен калӑпӑшӗ 120 кубметр) резервуартан тăватăшĕ тавра çулăм çунать.
Уçă çуннине чарнă, ҫаплах малалла сӳнтереççĕ.
"Вилнисемпе суранланнисем ҫук. Пушар сӑлтавне палӑртаҫҫӗ, вырӑнта Раççей МЧСĕн дознавателĕ ӗҫлет", - пӗлтернĕ ПР МЧС пресс-службинче.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР МЧС пресс-служби.