Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
5 Сентябрӗн 2022, 10:29

Кунаккăлтан инçех мар авари пулнă. Пĕри вилнĕ

Вилӗмлӗ ДТП çĕрле пулса иртнӗ.  

Кунаккăлтан инçех мар авари пулнă. Пĕри вилнĕ
Кунаккăлтан инçех мар авари пулнă. Пĕри вилнĕ

Трагеди Кунаккăлпа Касăм ялӗсем хушшинче ҫӗрле пулнă. 22 ҫулти йӗкӗт  тытса пыракан «Chevrolet Klan» автомобиль кювета анса ӳкнӗ. Машинӑра тӑватӑ ҫамрӑк ҫын, водительпе пӗрле пулнă. Аварие пула вӗсем транспорт ҫинчен тухса ÿкнĕ, мӗншӗн тесен вӗсем хăрушсарлăх пиçиххисемпе лекĕнмен пулнă. Çынсене госпитале вырнаҫтарнă, анчах пассажирсенчен пӗри, 22 ҫулхи йӗкӗт, вилнӗ.

- Водитель сывлăхне врачсем питӗ йывӑр тесе хаклаҫҫӗ. Автомобиле эрне каярах туянни паллӑ, - палӑртрӗҫ ГИБДДра. - Водителӗн юнĕнче этанол пуррипе çуккине тĕрĕслеме  илнӗ.

Мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе тĕпчеççĕ.

 «МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР ГИБДД.

Кунаккăлтан инçех мар авари пулнă. Пĕри вилнĕ
Кунаккăлтан инçех мар авари пулнă. Пĕри вилнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: