Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
20 Сентябрӗн 2022, 14:00

Уфара ҫичӗ виле тупнӑ

Кун ҫинчен сентябрӗн 20-мӗшӗнче Уфа мэрийӗнчи оперативлӑ канашлура Уфари ГУВД пуҫлӑхĕн çумĕ Ильдус Шангареев подполковник пӗлтернӗ.

Уфара ҫичӗ виле тупнӑ
Уфара ҫичӗ виле тупнӑ

Уфара сентябрӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен 12 пин те 327 пӗлтерӗве регистрациленӗ. Кун ҫинчен сентябрӗн 20-мӗшӗнче Уфа мэрийӗнчи оперативлӑ канашлура Уфари ГУВД пуҫлӑхĕн çумĕ Ильдус Шангареев подполковник пӗлтернӗ.

"Вӗсенчен 11 суя хыпар, терроризм акчӗ ҫинчен калакан виҫӗ факт, сывлӑха йывӑр сиен кӳни, тӑватӑ факт ҫаратни, 11 ҫаратни, тӑватӑ разбой, 450 вăрлашу, 55 мошенничество, 34 пушар, наркотикла япаласене упрани 38 факт, наркотик сутни 35 факт , ҫичӗ виле тупни (хальлӗхе икӗ ҫын виллине ка иккенне палăртман), - тесе пӗлтернӗ вӑл.

Унсӑр пуҫне, Уфара право сыхлавҫисем шыракан 20 ҫынна тытса чарнӑ. Ҫавӑн пекех асӑннӑ тапхӑрта полици сотрудникӗсем 252 хут ҫемье харкашӑвне тухнӑ.

"Башинформ" информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.

Уфара ҫичӗ виле тупнӑ
Уфара ҫичӗ виле тупнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: