Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
4 Октябрӗн 2022, 15:44

Пишпÿлек районĕнче хăрушă авари пулнă

Авари кӑнтӑрла, вунпӗр сехет тӗлнелле, Пишпÿлек - Приютово автоҫулӗн виççĕмĕш ҫухрӑмĕнче пулнӑ.

Пишпÿлек районĕнче хăрушă авари пулнă
Пишпÿлек районĕнче хăрушă авари пулнă

Авари кӑнтӑрла, вунпӗр сехет тӗлнелле, Пишпÿлек-Приютово автоҫулӗн виççĕмĕш ҫухрӑмĕнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ-2111 тата ВАЗ-2105  хирӗҫ тӗл пулнӑ. Ҫапла вара вунпӗрмĕш модель водителӗ  травмӑсене пула вилнӗ. Иккӗмӗш автомобиль водителӗпе унӑн виҫӗ пассажирне медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Вӗсене тӗрлӗ травмӑсемпе Пелепейри госпитале вырнаҫтарнӑ. Инкек пулнӑ вырӑнта ГИБДД сотрудникӗсем тата ытти службӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Пулса иртнӗ ӗҫ лару-тӑрӑвӗ тӗрӗслеççĕ.

Пушкăртстан ГИБДД управленийĕн информацийĕпе.

Пишпÿлек районĕнче хăрушă авари пулнă
Пишпÿлек районĕнче хăрушă авари пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: