Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
13 Октябрӗн 2022, 20:08

Пушкӑртстанра мопед водителӗпе пассажирӗ ҫӑмӑл машинӑпа çапăнса шар курнӑ

Иртнӗ талӑкра республика ҫулӗсем ҫинче пурӗ вунпӗр автомобиль аварине регистрациленӗ, унта вунтӑватӑ ҫын травма илнӗ.

Мопед водителӗпе пассажирӗ ҫӑмӑл машинӑпа тӗл пулса шар курнӑ. Авари каҫхи саккӑрмӗш сехетре Краснокама районӗнче Никола-Березовка ялӗнчи Дружба урамӗнче пулса иртнӗ.
ПР ГИБДД пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ-2112 руль умӗнче ларакан 36 ҫулти вырӑнти ҫын, сулахаялла пӑрӑннӑ чухне "Вулкан" мопедпа тӗл пулнӑ.
"Аварие пула 25 ҫулти икӗ кустӑрмаллӑ транспорт водителӗ тата унӑн 42 ҫулти пассажирӗ травмӑсем илнӗ. Мопед водителӗ эрех-сӑра ӗҫсе ӳсӗрӗлнине ДТП-ра хутшӑнакансене тӗрӗслени кӑтартса панӑ. ДТП факчӗ тӑрӑх решени йышӑнма материалсем пухнӑ", - пӗлтернĕ ведомствӑра.
Иртнӗ талӑкра республика ҫулӗсем ҫинче пурӗ вунпӗр автомобиль аварине регистрациленӗ, унта вунтӑватӑ ҫын травма илнӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра мопед водителӗпе пассажирӗ  ҫӑмӑл машинӑпа  çапăнса шар курнӑ
Пушкӑртстанра мопед водителӗпе пассажирӗ ҫӑмӑл машинӑпа çапăнса шар курнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: