Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, самолет ҫӗмӗрӗлнӗ вырӑнта МЧС ҫӑлавҫисем çын виллисене тупнӑ.
"Октябрӗн 18-мӗшӗнчи 06.00 тӗлне самолет ÿкнине пула 13 ҫын, ҫав шутра виҫӗ ача, вилнӗ. 19 аманнӑ, вӗсенчен тӑваттӑшне Краснодар крайĕн больницине сиплеме чиперех илсе ҫитернӗ, ыттисем çаплах Ейскра сипленеҫҫӗ", - пĕлтернĕ ведомствӑра.
Раҫҫей МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, 68 ҫынна ҫӑлнӑ, ҫав шутра автолестницӑсем пулӑшнипе, 360 ытла эвакуациленӗ.
Ейскра Су-34 ÿкнине пула вилнисен ҫемйисене пӗр миллион тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Ҫурт лартмасан, хӑйсен хваттерӗсӗр юлнӑ ҫынсене ҫӗнӗ ҫурт туянӗҫ. Краснодар крайӗн губернаторӗ Вениамин Кондратьев ҫакӑн пек решени йышӑннă.
Октябрӗн 17-мӗшӗнче каҫхине Краснодар крайӗнчи Ейскри нумай хутлӑ ҫурт ҫине Су-34 бомбардировщик-истребитель ӳкнӗ. Самолет вӗренӳ-тренировка вӗҫевӗсене пурнӑҫланӑ, пĕлтерет Раççей Оборона министерстви. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, авари самолет ҫӳллӗшне хӑпарнӑ чухне пулнӑ: аэродром ҫинчен вӗҫсе хăпарнӑ чухне самолет двигателӗсенчен пӗри ҫунма пуҫланӑ. Ҫапла вара самолет ҫӳлелле хӑпарма пултарайман. Летчиксем катапультациленме ӗлкӗрнĕ. Ҫулӑм тӑхӑр хутлӑ ҫурт ҫине куҫнă. Ҫуннине пула 70 ытла хваттер сиенленнӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби.