Иртнӗ вырсарникун каҫхине 112 системӑна чӗнтермелли центра Федоровка районӗнчи Ключевка ялӗнчи пӗвере 8 ҫулхи ача пӑр айне кайни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. ПР ЧС патшалӑх комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫӑлма май килмен.
Малтан ҫакна палӑртнӑ: пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ ҫырантан 15 метрта вылянӑ. Ача пӑр айне анса кайнă, аппӑшӗ ӑна ҫӑлма хӑтланнă, анчах пултарайман те ашшӗ-амӑшӗ хыҫҫӑн килне чупнă. ЧС патшалăх комитечĕн водолазӗсем путнӑ ачан ӳтне 2 метр тарӑнӑшӗнче тупнӑ.
"Хисеплӗ ашшĕ-амăшĕ! Пӗчӗк ачасене пӗччен, асӑрхамасӑр ан хӑварӑр! Ачасене шывсем çывăхĕнче вӑйӑсем пурнӑҫшӑн хӑрушӑ пулни ҫинчен асӑрхаттарӑр!"— асӑрхаттарчӗҫ ведомствӑра.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР ЧС патшалăх комитечĕн пресс-служби.