Çутă çул
+6 °С
Облачно
Пулса иртни
7 Декабря 2022, 09:05

Уфара хӗрарӑм ҫине пӳрт тӑрринчен юр йӑтӑнса аннă

Тĕплĕнрех - сайтра.

Уфара хӗрарӑм ҫине пӳрт тӑрринчен юр йӑтӑнса аннăУфара хӗрарӑм ҫине пӳрт тӑрринчен юр йӑтӑнса аннă
Уфара хӗрарӑм ҫине пӳрт тӑрринчен юр йӑтӑнса аннă

Уфари граждан хӳтӗлевӗн управленийӗн начальникӗ Рафаэль Ахметов декабрӗн 6-мӗшӗнче хула мэрийӗн оперативлӑ канашлӑвӗнче иртен-ҫӳрене ҫурт тӑрринчен юр ӳкнипе суранланнӑ пирвайхи тӗслӗхсенчен пӗрне пӗлтернӗ.
"Ҫурт тӑррисенчен юр шуса анни палӑрма пуҫларӗ. Ҫапла, ноябрӗн 24-мӗшӗнче Киров районӗнчи Чернышевский урамӗнчи 122-мĕш номерлă çурт тӑрринче пухӑннӑ юр ÿкнине пула 27 ҫулти хӗрарӑм аманнă", — пӗлтернӗ ведомство ертӳҫи.
Рафаэль Ахметов коммуналлӑ тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр хуҫалӑх предприятийӗсене пăхса тăракан территорие вӑхӑтлă юртан тасатма тата кирлĕ пулсан хăйăр сапма ыйтнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

Уфара хӗрарӑм ҫине пӳрт тӑрринчен юр йӑтӑнса аннă
Уфара хӗрарӑм ҫине пӳрт тӑрринчен юр йӑтӑнса аннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас