Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
19 Кӑрлач 2023, 13:25

Больницӑра вилнӗ

Пушар пуçлансан 101 е 112 шӑнкӑравлӑр.

Больницӑра вилнӗ
Больницӑра вилнӗ

Январӗн 16-мӗшӗнче, çурҫӗр тӗлнелле, Пушкӑрт Республикинчи Пишпÿлек районӗнчи МЧС тӗп управленине Пăслăкри Центральная урамра уйрӑм пурӑнмалли ҫурт ҫунни ҫинчен хыпар ҫитнӗ.
Пăслăк ял Совечĕн пушар командипе Раççей МЧС вӑйӗсем вырӑна ҫитсен йывăç пÿрт çуннине асăрханă. 30 минут хушшинче уçă çулăма пĕтернĕ.
Пушарта 1942 ҫулхи хӗрарӑм сиенленнĕ, ăна васкавлă пулӑшӑвӗн бригади 45 процента термикӑллӑ пиçсе кайнă суранне пула Пишпÿлекри тĕп больницан реанимаци отделенине илсе кайнă, вӑл çавăнта вилнӗ.
Пушар сӑлтавне палӑртаҫҫӗ, пушар тӗпчевне Раҫҫей МЧС дознавателӗ ирттерет.
Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пăхăнӑр. Электросете ан тултарăр, юсавлӑ электроприборсемпе ҫеҫ усӑ курӑр. Кӑмакана асӑрхӑр.
Пушар пуçлансан 101 е 112 шӑнкӑравлӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

 

Больницӑра вилнӗ
Больницӑра вилнӗ
Больницӑра вилнӗ
Больницӑра вилнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: