Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пулса иртни
24 Августӑн 2023, 11:01

Чӑн-чӑн арҫын ĕçĕ

Раççей ОМВД Пишпÿлек районĕнчи пайĕн сотрудникĕ полици капитанӗ Айдар Шаяхметов инкеке сирсе янă.

Чӑн-чӑн арҫын ĕçĕ
Чӑн-чӑн арҫын ĕçĕ

Раççей ОМВД Пишпÿлек районĕнчи пайĕн сотрудникĕ полици капитанӗ Айдар Шаяхметов инкеке сирсе янă.
Кӑҫал ҫулла шӑрӑх пулчӗ. Халтан яракан шӑрӑхран пурте, йӑла тӑрӑх, шыв хӗрринче ҫӑлӑнӑҫ шыраҫҫӗ. Анчах шыв авӑрӗ темӗн чухлӗ хӑрушлӑха пытарса тӑрать. Ялан Аитри ял ҫыннисем шыва кӗнӗ çĕрте июль уйӑхӗнче чутах трагеди пулман. Инкеке полици капитанӗ Айдар Шаяхметов сирсе янă.
Айдар каланӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗсен ҫурчӗ тахҫанах пушанса юлнӑ, анчах вӗсем кашни ҫулах унта ҫӗрулми лартаҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫуллахи тапхӑрта ҫемье час-часах унта пулать. Вӗсен ҫурчӗ Дема шывӗ хӗрринче ларать.
— Ҫав шӑрӑх кун эпир ҫӗрулми ҫумлаттăмăр. Вӑхӑт ирхичĕ- ха, 10 — 11 сехет çеç. Ывӑл чупса килчĕ те ачасем путаҫҫĕ тесе кӑшкӑрма тытăнчĕ. Эпӗ матике пӑрахрӑм та шыв хӗрринелле чупрӑм, - аса илет Айдар Нуриахметович ҫав кун мӗн пулса иртнине.
Инкек пулнӑ вырӑна чупса ҫитсен, вӑл шывра ишсе чăмпăлтатакан хӗрачапа (2017 çулта çуралнă) арçын ачана (2018 çулта çуралнă) курнӑ. Арҫын лару-тӑрӑва хӑвӑрт хакланă та, шухӑшласа тӑма вӑхӑт ҫуккине ӑнланнă. Малтан пӗчӗк хĕрачана ҫыран хӗррине туртса кӑларнă. Унтан шыва путакан тепӗр ача хыҫҫӑн ишсе кайнă. Айдар каланӑ тӑрӑх, арçын ача путнӑ ҫӗрте тарӑн шӑтӑк. Вӑл темиҫе хут та шыв тӗпнелле чӑмнă, ачана шыраса тупнă, ӑна çыран хĕррине кăларнă, анчах ача тӑнсӑр пулнӑ.
— Кашни секунд хаклӑ пулнине эпӗ ӑнлантӑм, ачасене ҫӑласси ҫинчен шухӑшларӑм, хамӑн вӑй ҫитнӗ таран пурне те турӑм. Искусствӑлла сывларăм, ҫурӑмӗнчен шаккарăм, ачан сӑмсипе ҫӑварӗнчен шыв юхса анчӗ. Кунта вырӑнти çын Расим Гизатуллин пулӑшма ҫитрӗ, - тет Айдар Нуриахметович.
Шӑв-шава илтсе кӳршӗсем чупса килнĕ, Аитри вӑтам шкул учительници Ляйсян Кусабкулова васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илнӗ, ҫавӑн пекех телефонпа ачасен ашшӗ-амӑшӗсене пӗлтернӗ. Ҫавӑнтах аптраса ÿкнĕ ашшӗ-амӑшӗсем чупса ҫитнĕ. Ача-пӑчасем хăранипе ним те калайман, ашшӗ-амӑшӗсем вӗсене ыталасан, лешсем макăрса янă.
Ҫапла ҫӑлӑнса юлнă пӗчӗк ачасем. Полици сотрудникӗн вӑхӑтра, пĕлсе тата хӑйне хӑй шеллемесӗр ӗҫленине пула лару-тӑру ӑнӑҫлӑ иртнӗ, трагедирен хӑтӑлма май килнӗ. Айдар хӑй лайӑх ишет, Таджикистанра ҫар службинче пулнă. Ҫар хыҫҫӑн шалти ӗҫсен органӗсен речӗсене тăнă. Уфари экономикӑпа право техникумӗнче вӗреннӗ, каярахпа аслӑ пӗлӳ илнӗ - Раҫҫей МВД Уфари юридика институтĕнчен вӗренсе тухнӑ.
Çăлавçă хӑй тунӑ ӗҫе темле паттăрлăх тесе шутламасть. Вӑл чӑн-чӑн арҫын пек хăйне тытнă! "Телее, пурте йӗркеллӗ вӗҫленчӗ. Инкек пулнӑ пулсан, малашне мӗнле чунпа пурӑнӑттӑм-ши?— - тет вӑл.
Полици капитанӗ Айдар Шаяхметов хӑй икӗ ача ашшӗ, Рафиля мӑшӑрӗпе Пишпÿлекре пурӑнаҫҫӗ, Ралинапа Кадыйрана воспитани параҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хӗрӗ улттӑмӗш класа каять, ывӑлӗ иккӗмӗш класра вӗренет. Рафиля Рафитовна психолог профессийӗпе, шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗнче "Умка" ача садĕнче ӗҫлет. Мĕнпур атте анне пекех, вӗсем те пурин ачалӑхĕ те ҫутӑ та телейлӗ пултăр тесе калаççĕ.
Лейла ГУМЕРОВА.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Шаяхметовсен ҫемье архивӗнчен.

 

Чӑн-чӑн арҫын ĕçĕ
Чӑн-чӑн арҫын ĕçĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: