Уфари пенсионерка хӑйӗн ҫӗнӗ тусне пулӑшасшӑн пулнă, анчах вӑл аферист пулса тăнă. Кӗске роликсене пӑхмалли сервис хӑйӗн усӑ кураканĕсене йӑпатмалла, анчах аферистсем унпа урӑхла усӑ кураççĕ.
ПР МВД пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 58 ҫулти уфимкӑна акӑлчанла калаҫакан ют ҫӗршыв ҫынни ҫырнӑ. Вӑл пенсионеркӑпа паллашасшӑн пулнă. Йӑпану приложенийӗнчен вӗсем мессенджера куҫнă. Унта вӗсем видеоҫыхӑнупа нумайччен калаҫнă. Субтитрсем хӗрарӑма ют ҫӗршыв ҫыннине ӑнланма пулӑшнӑ. Нумай вӑхӑт хушши калаҫнӑ хыҫҫӑн арҫын хӑй счечĕн блокировкине хывма пулӑшма ыйтнă. Унӑн перекетлесе хӑварнӑ мӗнпур укҫин счетне уçас тесен залог тӳлемелле имӗш. Интернетра паллашнă ҫынна шанса, пенсионерка ӑна кредит илнӗ 500 пин ытла тенкӗ ярса панă.
Укҫана арҫын счетсене салатнӑ хыҫҫӑнах тавӑрса пама пулнӑ. Анчах кайран вӑл ҫыхӑну тытма пӑрахнă.
Мошенникла хӑтланнипе полицейскисем уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.