

Бирск районӗнче аферистсем колледж студенткинчен анлӑ сарӑлнӑ ултавлӑ схемӑпа 477 пин тенкӗ илӗртнӗ тесе пӗлтерет ПР МВД.
Полици ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗтӗмпех кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче паллӑ мар ҫынран телефонпа шӑнкӑравланинчен пуҫланнӑ. Лешӗ хӑйне курьер тесе паллаштарнӑ та 18 ҫулти хӗртен посылка илме кирлӗ паспорт даннӑйӗсене ыйтнӑ имӗш. Малтан заявлени ҫыракан паспорт серийӗпе номерне, кайран СМСри кодне каласа панă.
Вӑхӑт иртсен хӗр «Госуслуги» порталти унӑн аккаунтне кӗни пирки пӗлтерӳ тата «хӗрӳ лини» ҫине шӑнкӑравлама сӗнÿ илнĕ. Шӑнкӑрав ҫине хуравланӑ арҫын хӑйне «Госуслуги» ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Паллӑ марскер шар курнӑскере ултавҫӑсем туслӑ мар патшалӑхсен ӗҫ-хӗлне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерес тӗллевпе унӑн ашшӗ-амӑшӗ ячĕпе кредит хатӗрлеме хӑтланнине пӗлтернӗ. Малалла «ФСБ ӗҫченӗ» студенткӑна тӑван ашшӗне ҫӑлас тесен унӑн мобильлӗ приложени урлӑ ун валли заем ҫырмалла тесе ӗнентернӗ имӗш. 477 пин тенкӗ илнӗ укҫана вӑл банкомат урлӑ ултавҫӑсем кӑтартнӑ «хӑрушлӑхсӑр счетсем» ҫине куҫарнӑ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн тин вӑл пӗтӗмпех хӑйӗн ҫемйине каласа пама шут тытнă. Ӑна итленӗ кӑмӑлсӑрланнӑ ашшӗн хӗрне полицие заявлени ҫырма сӗннисӗр пуҫне урӑх нимӗн те юлман.