

Ку фактпа уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Салават хулинче 39 ҫулти вырӑнти ҫын инвестици брокерӗсем евӗр ӗҫленӗ ултавҫӑсен парни пулса тӑнӑ. Ҫӑмӑл тупӑш илесшӗн пулса арҫын виҫӗ уйӑх тăршшĕ усал шухӑшлӑ ҫынсем каланине пурнӑҫланӑ, юлашкинчен 5,2 млн тенкӗ ытла ҫухатнӑ.
ПР МВД пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпех соцсетьсенчен пӗринче «онлайн-подработка» рекламӑран пуҫланнӑ. Ссылкӑна куҫсан арҫын суя брокерсемпе хутшӑнма пуҫланӑ. Ӗненмелле пултӑр тесе аферистсем ӑна 8 пин тенкӗлӗх пӗрремӗш чи пӗчӗк взнос хыҫҫӑн пӗчӗк тупӑш кӑларма май панӑ. Схема «ӗҫленине» курсан шар курнӑскер пысӑк укҫа хывма шутланӑ.
«Инвестици счетне» пуянлатма арҫын харпӑр хӑй пухнипе кӑна мар, кредит та илнĕ, ҫавӑн пекех тусӗсемпе тӑванӗсенчен пысӑк укҫа кивçен илнĕ. Вӑл ӗҫлесе илнӗ укҫана кӑларма тӑрсан ултавҫӑсем счет «уҫма» тесе 1,5 миллион тенкӗ хушма тӳлев кӗртме ыйтнӑ имӗш. Шар курнӑскер ҫак укҫана юлташӗнчен кивҫен илнӗ те кӗртнӗ. Каярахпа вӑл арӑмӗнчен тата 700 пин тенкӗ (ӑна кредита илнӗ) кивҫен илнӗ те каллех ултавҫӑсене ярса панӑ.
Усал шухӑшлӑ ҫынсем укҫа-тенкӗ кӑларнӑшӑн тата 1,5 миллион ыйтнӑ чухне ултав парни пулнине ӑнланса арҫын полицие ҫитнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина | «Башинформ» ИА.