

Уфари полицие 47 ҫулти хӗрарӑм аферистсем унӑн 23 ҫулхи хӗрне — Петербургри пӗр аслӑ шкул студенткине —улталани пирки пӗлтернӗ.
Пушкӑртстан МВД пресс-службинче ҫу уйӑхӗнче хӗре хӑйне доставка сотрудникӗ тесе паллаштарнӑ паллӑ мар ҫын шӑнкӑравлани, харпӑр даннӑйсене калама ыйтни пирки каласа кӑтартнӑ. Кун хыҫҫӑн регистрацие ҫирӗплетни пирки СМС килнӗ. Даннӑйсене вӑрласран хӑраса студентка пӗлтерӳри номере тепӗр хут шӑнкӑравланă. Цифра министерствин суя ӗҫченӗ ӑна «Госуслуги» парольне улӑштарма, экран демонстрацине ӗҫлеттерме ӳкӗте кӗртнӗ. Суя специалистсем сасӑ биометрийӗ паллӑ пулнӑран хӗр терроризма хутшӑннӑ тесе пӗлтернӗ.
Унтан калаҫӑва правӑна сыхлакан органсен ӗҫченӗ хутшӑннӑ имӗш, вӑл ӑна уголовлӑ яваплӑхпа тата аслӑ шкултан кӑларса ярассипе хӑратнӑ. Псевдосиловиксем терроризмпа ҫыхӑннӑ укҫана тупас тесе ашшӗ-амӑшӗн Уфари хваттерӗнче ухтарма хушнӑ. «Росфинмониторингри» куратор инструкцийӗсене пӑхӑнса шар курнӑскер Уфана вӗҫсе килнӗ, хваттерте амӑшӗн пуххине — 3 млн тенкӗ ытла тата ют ҫӗршыв валютине — тупнӑ.
Аферистсем укҫа-тенке «декларацилемелле», экспертизӑна ямалла тесе ӗнентернӗ, ун хыҫҫӑн вӗсене тавӑрса парӗҫ. Вӗсене шанса студентка Пермь крайне кайнӑ та укҫине палламан хӗре панӑ. Тепӗр кунне ултавҫӑсем ӑна валютӑна улӑштарса асӑннӑ счетсем ҫине тата 400 пин тенкӗ ытла куҫарма ӳкӗтленӗ.
Куратор ҫыхӑнӑва тухма пӑрахсан, мессенджерта хупсан хӗр пӗтӗмпех ашшӗ-амӑшне каласа кӑтартнӑ. РФ УК 159 статйипе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Пушкӑртстанри МВД вӑй структурисенчен нихӑшӗ те оперативлӑ ыйтусене видеоҫыхӑнупа, мессенджерсемпе е приложенисем урлӑ нихӑҫан та татса паманнине аса илтернӗ, биометрие ҫирӗплетни ҫинчен СМС илнӗ чухне пӗлтерӳри номерсемпе мар, официаллӑ «Госуслуган» хӗрӳ линине ҫеҫ шӑнкӑравлама сӗннӗ.