

Нефтекамскра ултав пирки уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ — сиен 8 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Раҫҫей МВД Нефтекамск хулинчи пайне 19 ҫулти вырӑнти ҫын пынӑ. Вӑл усал шухӑшлӑ ҫынсен витӗмне лексе курьерсене 8 миллион тенкӗ панине пӗлтернӗ.
Тĕпчев вӑхӑтӗнче полици ӗҫченӗсем каччӑ асламӑшӗпе аслашшӗ патне Татӑшла районне кайнине палӑртнӑ. Мӑнукӗпе тӗл пулсан асламӑшӗ хӑйне паллӑ мар ҫын шӑнкӑравланине пӗлтернӗ. Ҫар комиссариатне СВОра вилнӗ ывӑлӗн наградине илме чӗнес сӑлтавпа гражданкӑна СНИЛС номерӗсене калама ыйтнӑ. Унтан ватӑ хӗрарӑма хӑйӗн харпӑр даннӑйӗсене ултавҫӑсене пани пирки хыпар янӑ, ыйтӑва татса пама телефон номерне кӑтартнӑ. Студент хӑй усал шухӑшлӑ ҫынсен серепине лекессе сисмесӗрех шӑнкӑравлама шутланӑ.
Правӑна сыхлакан органсен сотрудникӗсем тесе паллаштарнӑ аферистсем нефтекамеца туслӑ мар патшалӑха укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерессишӗн уголовлӑ яваплӑхпа хӑратнӑ. Усал шухӑшлӑ ҫынсем каччӑран вилнӗ СВО пайташӗшӗн тӑванӗсене укҫа тӳлемелли пирки информаци илнӗ.
Укҫа декларацилес сӑлтавпа шар курнӑскере асламӑшӗнчен, аслашшӗнчен, аппӑшӗнчен укҫа-тенке илме, унтан курьера пама ӳкӗтленӗ.
Анчах суя правӑна сыхлакансенчен шӑнкӑравланипе чарӑнман. Укҫана курьера панӑ хыҫҫӑн ӗнтӗ ҫамрӑка хӑйӗн ашшӗшӗн тӳлемелли пӗр пайӗ пуррине, амӑшӗн пухнӑ перекет пуррине пӗлтерме хистенӗ. Ку суммӑна та курьера панӑ. Пӗтӗмӗшле сиен 8 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Ку фактпа РФ УК 159 статйипе (ултав) уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.