

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Салаватра республикӑри оперативлӑ штаб ларӑвне ирттернӗ, унӑн тӗп теми — пилотсӑр самолетсем Салаватри нефтехими комплексне массӑллӑ тапӑннин сиенӗ.
Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, объектӑн эшелонланӑ хӳтӗлев системи хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӑтартнӑ — Оборона министерствин, БАРС отрячӗн тата предприятисен хӑйсен вӑйӗпе пур дрона та пӗтерме е пусарма пултарнӑ, вӗсене ҫул тытма май паман.
Радий Хабиров инкеке пула вилнисем, шар курнисем ҫуккине палӑртнӑ. Темиҫе вут-ҫулӑм вучахне палӑртнӑ, вӗсенчен пурне те тенӗ пекех пӗтернӗ ӗнтӗ. Тӗп производство объекчӗсем сиенленмен, ҫапах та ресурссем паракан тата электричество кабелӗсем иртекен эстакадӑсем хӑш-пӗр çĕрте сиенленнӗ.
Юсав ӗҫӗсем талӑкӗпех пыраҫҫӗ, регион пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, темиҫе кун хушшинче предприяти унчченхи ӗҫ калӑпӑшӗ патне таврӑнӗ.
Республика ертӳҫи ҫавӑн пекех ҫынсене пилотсӑр самолетсен ванчӑкӗсене тупсан хӑйсем тӗллӗн вĕсене лекме хушман, вӗсем ҫинчен ҫийӗнчех 112 номерпе пӗлтерме ыйтнӑ. Халӗ вырӑнта ӳкнӗ БПЛА шырасси малалла пырать.
Радий Хабиров пысăк пĕлтерĕшлĕ инфратытӑм объекчӗсен активлӑ тата пассивлӑ хӑрушсӑрлӑхне вӑйлатас ӗҫ малалла тӑсӑлассине палӑртнă.
— Кунашкал атакӑсем тек пулмаççĕ тесе шухăшлама юрамасть, ку системӑсем вара пилотсӑр вӗҫекен машинӑсемпе кӗрешес ӗҫре хӑйсен тухӑҫлӑхне кӑтартнӑ ӗнтӗ, — палӑртнă Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ.