

Уфара ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаканӑн тӑлӑх арӑмӗ шутланакан 39 ҫулти вырӑнти хӗрарӑмран пысӑк укҫа вӑрланӑ хыҫҫӑн уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Полици пӗлтернӗ тӑрӑх, усал шухӑшлӑ ҫынсем хӗрарӑм патне шӑнкӑравланӑ, хӑйсене Оборона министерствин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, вилнӗ ҫыннӑн ҫемйине памалли ҫӗр лаптӑкне илемлетме пулӑшу сӗннӗ. Инкеке лекнӗ ҫынран СМС-хыпарри кода илӗртсе ултавҫӑсем черетпе «Госуслуги», Центробанк тата ФСБ суя ӗҫченӗсене калаҫӑва ҫыхӑнтарнӑ. Психологи пусӑмӗпе вӗсем хĕрарăма мӗнпур пухӑма счет ҫинчен илсе «шаннӑ ҫынна»
пама ӳкӗтленӗ.
Ултава ӑнланса илсен хӗрарӑм правӑна сыхлакан органсене ҫитнӗ. РФ УК 159-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе («Уйрӑмах пысӑк виҫепе улталани») уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, вӑл вунă ҫул таран ирӗксӗр хӑварма палӑртать. Хальхи вӑхӑтра полици преступление хутшӑннисене палӑртать.
Уфари МВД СВОна хутшӑнакансен тӑванӗсене сыхӑ пулма чӗнет:
Палламан ҫынсемпе телефонпа тӳлевсен пайӗсене, пысӑк суммӑсем е тивӗҫлӗ ҫӑмӑллӑхсем пуррине сӳтсе ан явӑр.
Документсем хатӗрлес ыйтусене профильлӗ ведомствӑсене харпӑр хӑвăр кайса е «Госуслугин»
ҫирӗплетнӗ аккаунт урлӑ ҫеҫ татса парӑр.
СМС-ри кодсене, парольсене тата ытти вӑрттӑн даннӑйсене никама та, нихӑҫан та ан пӗлтерӗр.
Шанчӑксӑр шӑнкӑравсем пулсан ҫийӗнчех калаҫма чарӑнăр, полицие 102 е 112 номерсемпе шӑнкӑравлӑр.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-07-22/v-ufe-telefonnye-moshenniki-pohitili-3-mln-rubley-u-vdovy-pogibshego-v-svo-4759636