

Пушкӑртстанри Дюртюли районӗнче 16 ҫулти хӗр усал шухӑшлӑ ҫынсене пысӑк укҫа панӑ хыҫҫӑн ултав пирки уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Полици пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗнче ултавҫӑсем Иванаево ялӗнче пурӑнакан ҫул ҫитмен хӗрачапа телефонпа тата мессенджерсемпе ҫыхӑннӑ. Усал шухӑшлӑ ҫынсем черетпе курьерсем, Цифра министерствин ӗҫченӗсем тата следовательсем пек паллаштарнӑ. Ашшӗ-амӑшне уголовлӑ майпа явап тыттарас хӑрушлӑхпа тата «укҫа-тенке тӗрӗслес» кирлипе усӑ курса вӗсем шкул ачине хӑратнӑ. Юлашкинчен хӗр укҫа-тенке хӑйӗн килӗ умӗнче «курьера» панӑ, тӗл пулсан код сӑмахне каланӑ.
800 пин тенкӗ ытла ҫухалнине асӑрхасан хӗр амӑшӗ полицие ҫитнӗ.
Хальхи вӑхӑтра РФ УК 159-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе (пысӑк виҫепе улталани) уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, унӑн санкцийӗ вунă ҫул таран ирӗксӗр хӑварма палӑртать. МВД ӗҫченӗсем преступление хутшӑннисене палӑртма оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ.