

Стерлитамакра пурӑнакан ҫын шанчӑксӑр ссылкӑпа иртсе кредит картти ҫинчи укҫисĕр тӑрса юлнӑ. Темиҫе кун 29 ҫулти арҫынна паллӑ мар ҫын мессенджерсенчен пӗринче «Альфӑна тӗрӗсле» текстпа ссылка ярса панӑ. Стерлитамак çынни ун тӑрӑх куҫса хӑйӗн даннӑйӗсемпе усӑ курма май панӑ, ун хыҫҫӑн унӑн кредит картти ҫинчен паллӑ мар ҫынсем 66 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Паллӑ ӗнтӗ, арҫын ултавлӑ схемӑсем ҫинчен СМИран тата пӗлӗшӗсенчен пӗлнӗ, анчах пурпӗрех аферистсен чеелӗхне парӑннӑ. Уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Пушкӑртстан МВД тепӗр хут аса илтерет: паллӑ мар ҫынсем ярса панă ссылкӑсем тӑрӑх ан кайӑр, СМСри кодсене ан пӗлтерӗр, палламан счетсем ҫине укҫа ан куҫарӑр. Шанчӑксӑр пӗлтерӳсем пулсан банкпа официаллӑ номерпе ҫыхӑнӑр.