Çутă çул
+17 °С
Дождь
Пулса иртни
7 Августа , 07:20

Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм хваттерне сутса ултавҫӑсене 7 млн тенкӗ куҫарнӑ

50 ҫулти хӗрарӑм криптовалютӑпа ҫӑмӑл ӗҫлесе илнине ӗненнӗ, мӗнпур перекетсӗр, ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ.

Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм хваттерне сутса ултавҫӑсене 7 млн тенкӗ куҫарнӑПушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм хваттерне сутса ултавҫӑсене 7 млн тенкӗ куҫарнӑ
Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм хваттерне сутса ултавҫӑсене 7 млн тенкӗ куҫарнӑ

50 ҫулти хӗрарӑм криптовалютӑпа ҫӑмӑл ӗҫлесе илнине ӗненнӗ, мӗнпур перекетсӗр, ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ.
ПР МВД пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑскер мессенджерти рекламӑна лекнӗ, унта хӑвӑрт тупӑш пама шантарнӑ.
Аферистсем инвестици эксперчӗсем пек паллаштарнă, хӗрарӑма приложени уҫласа илме ӳкӗте кӗртнĕ. Малтан вӑл пӗчӗк укҫа куҫарнӑ, банксем кредит пама пӑрахсан пӗртен-пӗр хваттере 2,5 миллион тенкӗпе сутнӑ. Ултавҫӑсем унран пурӗ 7 млн тенкӗ илӗртнӗ.
Схема классика сценарийӗпе ӗҫленӗ: малтан хӗрарӑма ҫитӗнӗве ӗнентӗр, ытларах та ытларах хывтӑр тесе пӗчӗк укҫа та тӳленӗ. Тахӑш самантра вӑл укҫана курьера хӑй панӑ, ун валли ятарласа Самара облаҫне кайса килнĕ.
Хальхи вӑхӑтра ҫак фактпа уйрӑмах пысӑк виҫепе ултав тума хӑтланни пирки уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Полици асӑрхаттарать: ҫӑмӑл тупӑш пама шантарнине ан ӗненӗр, уйрӑмах инвестицисемпе криптовалютӑсен сферинче. Нихӑҫан та паллӑ мар счетсем ҫине укҫа ан куҫарӑр, васкавлӑн укҫа хывма ыйтакансене ан итлӗр. Енчен те сире ҫакӑн пек сӗнӳсемпе шӑнкӑравлаҫҫӗ пулсан — тӳрех калаҫӑва чарӑр.
https://www.bashinform.ru/news/law/2026-08-06/zhitelnitsa-bashkirii-prodala-kvartiru-i-perevela-moshennikam-7-mln-rubley-4660753

 

Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм хваттерне сутса ултавҫӑсене 7 млн тенкӗ куҫарнӑ
Пушкӑртра пурӑнакан хӗрарӑм хваттерне сутса ултавҫӑсене 7 млн тенкӗ куҫарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас