Çутă çул
+19 °С
Облачно
Пулса иртни
10 Августа , 06:10

Ултавҫӑсемпе хутшӑнни Пушкӑртстанра пурӑнакана 1 млн тенке ларнӑ

Пелепейре пурӑнакан 69 ҫулти арҫын ултавҫӑсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн 950 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ тесе пӗлтернӗ Пушкӑртстанри МВД.

Ултавҫӑсемпе хутшӑнни Пушкӑртстанра пурӑнакана 1 млн тенке ларнӑУлтавҫӑсемпе хутшӑнни Пушкӑртстанра пурӑнакана 1 млн тенке ларнӑ
Ултавҫӑсемпе хутшӑнни Пушкӑртстанра пурӑнакана 1 млн тенке ларнӑ

Пелепейре пурӑнакан 69 ҫулти арҫын ултавҫӑсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн 950 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ тесе пӗлтернӗ Пушкӑртстанри МВД. Арҫын ултавлӑ схемӑн парни пулса тӑнӑ.

Мессенджерта ӑна холодильник сутни пирки хыпар ҫитнӗ. Кун пек пӗлтерӗве белебеевец чӑнах та тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтне вырнаҫтарнӑ. Хыпар вӗҫӗнче ссылка пур. Ун тӑрӑх каҫсан арҫын Госуслуги унӑн харпӑр страницин скриншотне, ҫавӑн пекех ҫӗмӗрни ҫинчен калакан информацие тата хӑйӗн паспорчӗн даннӑйӗсене курнӑ.

Ҫакӑн хыҫҫӑнах мессенджерта паллӑ мар номерсенчен шӑнкӑравсем килме пуҫланӑ. Ултавҫӑсем цифра аталанӑвӗн министерствин ӗҫченӗсем тата следователь пек паллаштарнӑ май тӗрлӗ сӑлтав тупса арҫынна кредит ҫырассине чарса ултавлӑ ӗҫсене чарса лартас сӑлтавпа «хӑрушлӑхсӑр счет» ҫине укҫа куҫарма ӳкӗтленӗ имӗш.

Ҫавна пула шар курнӑскер аферистсен кӑтартӑвӗсене пӑхӑнса хӑйӗн перекетлене укçине пӗтӗмпе 950 пин тенкӗлӗх куҫарнӑ. Уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/law/2026-08-09/obschenie-s-moshennikami-oboshlos-zhitelyu-bashkirii-v-1-mln-rubley-4660915

 

 

Ултавҫӑсемпе хутшӑнни Пушкӑртстанра пурӑнакана 1 млн тенке ларнӑ
Ултавҫӑсемпе хутшӑнни Пушкӑртстанра пурӑнакана 1 млн тенке ларнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас